Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗрпӳ районӗ

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Путвала дезинфекци тунӑ чухне тӗтӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.

Ку инкек Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк ялӗнче ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пулнӑ. 1939 ҫулта ҫуралнӑ арҫын гаражри путвала дезинфекцилес тесе унта лӑсӑллӑ йывӑҫсен йӗкелне чӗртсе янӑ.

Вӑл ҫавӑнтах тӗтӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Унсӑр пуҫне тепӗр 6 ҫын наркӑмӑшланнӑ: хӗрӗ тата кӳршисем. Вӗсем арҫынна ҫӑлма хӑтланнӑ, халӗ токсикологи уйрӑмӗнче сипленеҫҫӗ.

Следовательсем халӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/3512
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялӗнчи И.Н. Ульянов ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗнче рабочи склад тӑрринчен персе аннӑ.

Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче арҫын склад ҫивиттине сӳтнӗ. Инкек ҫавӑн чухне пулса иртнӗ. 1,8 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳксен арҫын суранланса пӗтнӗ тата шӑммине хуҫнӑ.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, инкек предприятире ӗс хӑрушсӑрлӑхӗн правилине пӑхӑнмаран сиксе тухнӑ. Арҫыннӑн ятарласа ҫыхӑнмалли хатӗр те пулман.

Пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
Малышевсем. «Контактри» сӑн
Малышевсем. «Контактри» сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнчи Виҫикасси ялӗнче пурӑнакан Малышевсем туй тунӑранпа ҫур ӗмӗр ҫитнӗ – вӗсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ.

Юбилярсем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӑхӑт сисӗнмесӗрех иртнӗ. Ҫак ҫулсенче вӗсем йывӑрлӑхсене хыҫа хӑварса иртнине ӑшшӑн, йӑл кулса аса илеҫҫӗ.

Муркаш тӑрӑхӗнчи Ҫулав ялӗнчи Ершовсем те ылтӑн туя паллӑ тунӑ. Римма Трифоновнӑпа Юрий Николаевич шкулта паллашнӑ, 1975 ҫулта пӗрлешнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те пурнӑҫне ачасене вӗрентессине халалланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_14574
 

Ял хуҫалӑхӗ
chgtrk.ru сайтри сӑн
chgtrk.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре ӗнер Ҫӗрпӳ округӗнче «Уй кунӗ» курав уҫӑлнӑ. Ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн аграри секторӗн территорине Раҫҫейри 15 регионти 69 предприяти пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнчен 28-шӗ – техникӑпа тата ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хатӗрсемпе тивӗҫтерекеннисем.

Ҫӗнӗлӗхсенчен пӗри – урапаллӑ «Агромаш-Lovol 904» трактор. Ӑна Шупашкарти «Агромаш» предприяти туса кӑларнӑ. Унпа ял хуҫалӑхӗнчи йывӑр ӗҫсене пурнӑҫлама пулать.

Паян курав малалла пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Республикӑра
vet.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vet.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗрпу тӑрӑхӗнче урнӑ тилле пула карантин тесе йышӑннӑ. Чару мерисем пирки калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Карантин вӑхӑчӗ утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пуҫланнӑ.

Урна тилӗ «Солнышко» пахча юлташлӑхне пырса кӗнӗ. Ветеринарсем анализ тунӑ та тилӗ чирлӗ пулнине палӑртнӑ.

Халӗ ветеринарсем чир вырӑнне сиенсӗрлетессипе ӗҫлеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнче арҫын путса вилнӗ. Ку инкек ӗнер каҫ кӳлӗм Рынкӑ сали ҫывӑхӗнчи Фермер пӗвинче пулнӑ.

Арҫын путни пирки Республикӑри ҫӑлавпа шырав службине 16 сехет те 20 минутра пӗлтернӗ. Водолазсем пӗвере унӑн виллине тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Палӑртса хӑварар: кӑҫал ҫулла пуҫланнӑранпа 11 ҫын путса вилнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнчи Тӗнсӗр ялӗнче пушарнӑйсем 20 вӗллене ҫӑлнӑ. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑҫхине пулнӑ.

Пушар ял хӗрринчи никам та пурӑнман ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑма 8 ҫӑлавҫӑ, икӗ техника сӳнтернӗ. Вӗсем кӳршӗре вырнаҫнӑ утара ҫӑлса хӑварнӑ. Унти 20 вӗллене ҫунса кайма паман.

Ҫӗрле вара Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫутӑ лампочки ҫуннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл юрӑхсӑра тухнӑскер пулнӑ.

 

Политика

Николай Федоров сенатор Чӑваш Ен прокурорне Эдуард Гиматова тӗрӗслев ирттерме ыйтнӑ: хӑш-пӗр муниципалитетри депутатсене Элтепер суйлавӗн кандидатне Олег Николаева пулӑшу парас тесе ирӗксӗрлесе, хӑратса алӑ пустараҫҫӗ имӗш.

Сенатор пӗлтернӗ тӑрӑх, унран хӑш-пӗр муниципалитетри депутатсем пулӑшу ыйтнӑ.

«Депутатсене хупӑ канашлусене чӗнсе илсе кандидатшӑн, республикӑн хальхи Элтеперӗшӗн О.А. Николаевшӑн, алӑ пусмасан ӗҫрен кӑларассипе е ытти япӑх пулӑмсемпе хӑратаҫҫӗ», - ҫапла ҫырса кӑтартнӑ «Правда ПФО» интернет-хаҫат.

Интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Красноармейски, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ округӗсенчи депутатсене хӗсӗрленӗ. Вӗсене паспортпа пӗрле алӑ пусма чӗнсе илнӗ имӗш.

 

Ял пурнӑҫӗ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫак кунсенче Ҫӗрпӳ округӗнчи Мӑнҫурт ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине тата тыл ӗҫченӗсене халалланӑ стелӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Палӑка пуҫаруллӑ бюджет программипе хута янӑ. Палӑк ҫинче вӑрҫа хутшӑннӑ 79 салтакӑн тата 208 тыл ӗҫченӗ ятне ҫырнӑ

Ку пуҫару чи малтанах – ялта пурӑнакан Валентин Прокопьевич Прокопьевӑн. Ял ҫыннисем вара унӑн шухӑшне ырласа йышӑннӑ, паттӑрсене асӑнса палӑк лартма укҫа пухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_14343
 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратура ялсенче плотинӑсене епле тытса тӑнине тӗрӗсленӗ.

Пакунлисем палӑртнӑ тӑрӑх, Мӑнҫут, Сунтал, Ҫатра Вӑрманкас, Пайкилт ялӗсенчи ҫак сооруженисене тивӗҫлипе тытса тӑманнине тупса палӑртнӑ. Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем ку ӗҫ ҫине ал сулнӑ тейӗн, плотинӑсемпе хӑрушсӑр усӑ курассипе яваплисене те палӑртман.

Плотинӑсен тӑпри япӑхса кайнӑ, тӑпрана тӗрлӗ чӗрчун чавса пӗтернӗ. Плотина ҫинче йывӑҫ-тӗм ӳснӗ. Шыв шахтисене йӑлари ҫӳп-ҫапран тасатман.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 90
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 14

1934
92
Зайцев Алексей Степанович, СССР патшалӑх премийӗн лауриачӗ, производство йӗркелекенни ҫуралнӑ.
1953
73
Ишентей Николай Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1985
41
Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи